Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗлӗнмелле кун-ҫул, тӗлӗнмелле шӑпа (Герман Желтухин)

Маркиан Петрович Удалов (1909-1982) - «Чечек» («Ишут шурӗ») сӑвӑлла роман авторӗ, чӑвашсен паллӑ драматургӗ, прозаикӗ тата поэчӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн ҫитмӗлмӗш ҫулӗсенче унӑн ячӗ республикӑра час-часах илтӗнетчӗ. Хаҫат-журнал страницисенче пьесисем, сӑвви-калавӗ, тӗрленчӗкӗсем ҫапӑнатчӗҫ. Чӑваш академи драма театрӗнче «Ҫул юппинче», «Чугуновсем», вырас драма театрӗнче «Актриса», «Мичман Павлов» пьесисем тӑрӑх спектакльсем пыратчӗҫ.
Ун чухне Маркиан Удаловӑн ячӗ-сумӗ самай пысӑкчӗ. «Таса ятне тавӑрнӑ. Коммунист, СССР писательсен союзӗн членӗ», — тетчӗҫ ун ҫинчен ҫыравҫӑсем хушшинче. 1977 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательстви вӑл ҫырнӑ пьесӑсене уйрӑм кӗнекен те ҫапса кӑларчӗ.
Маркиан Петрович СССР литература фончӗн Чӑваш уйрӑмӗнче хастар ӗҫлетчӗ, чӑваш писателӗсем ирттерекен пухусемпе литература каҫӗсенче хӗрӳ калаҫатчӗ.
1977 ҫулта СССР Верховнӑй Совет Президиумӗ нумай ҫул хушши ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн чӑвашсен 32 писательне, ҫав шутра М.П.Удалова та, «ӗҫ ветеранӗ» медальпе наградӑларӗ.
Калас пулать, Маркиан Петровичӑн тӗлӗнмелле кун-ҫул, тӗлӗнмелле шӑпа пулнӑ. Вӑл техника енӗпе аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн ҫӗршыври пысӑк хуласенче ӗҫленӗ.
1935 ҫулта пулас писатель репрессие лекет. «Халӑх тӑшманӗ» ят туяннӑ ҫамрӑк Магадан облаҫӗнчи тӗрмесенче 18 ҫул ирттерет. Маркиан Удалов — куславккасем; Пӑрмасра ҫуралса ӳснӗ. Эпир пӗр-пӗрне ҫывӑх пӗлнӗ, туслӑ пурӑннӑ. Кӑкшӑмри кану ҫуртӗнче те, Шупашкарти Гагарин урамӗнчи унӑн хваттерӗнче те, ҫулсеренех иртекен ҫимӗк уявӗсенче Куславкка районӗнчи Туканаш масарӗ ҫинче те сахал мар тӗл пулнӑ.
Ырми-канми ҫынччӗ вӑл. Чӑн-чӑн Удаловчӗ. Пурнӑҫа, кун-ҫула, этем шӑпине, унӑн обществӑри пӗтӗмӗшле вырӑнне философ пек тарӑннӑн тишкерсе сӑмахлама ӑстаччӗ. Илемлӗхӗн этем кун-ҫулӗнчи пӗлтерӗшӗ пирки сехечӗ-сехечӗпе ухута калаҫма пултаратчӗ.
Ҫутҫанталӑк хӑйӗн илемӗпе ҫынсен пурнӑҫне пуянлатса пынине курни тӗп вырӑнтаччӗ унӑн.
Асӑрхарӑр пуль: ҫут ҫанталӑк илемӗпе пуянлӑхӗ унӑн сӑвӑлла романӗнче те мал вырӑнта.
Ҫапах та тепӗр чухне Маркиан Петровичӑн вӗҫленме пӗлмен калаҫӑвне итлеме асаплӑрахччӗ. Вӑл шухӑш тӗшшине татас мар тесе васкарах калаҫатчӗ те, хӑш-пӗр сӑмахӗсем селӗп тухатчӗҫ, вара ӑнланма та йывӑрччӗ. «Хамӑн шӑлсем Магаданра юлчӗҫ ҫав», — каҫару ыйтнӑн куҫлӑхӗ витӗр тимлӗ пӑхса ӑнлантаратчӗ вӑл.
Маркиан Петрович тӑван тавралӑха, тӑван Пӑрмас ялне пӗтӗм чун-чӗрипе юратнӑ. «Пирӗн ялӑн ҫӗрӗ-тӑпри те, ҫӑл шывӗ те, сывлӑшӗ те кӗмӗлпе хутӑш, — мӑнаҫланатчӗ вал. — Ҫак иксӗлми ырлӑх-пуянлӑха пӑрмассене Турӑ пилленӗ. Нимле карта ҫине те палӑртман пӗчӗк ҫеҫ ялтан пӗтӗм ҫӗршыв пӗлекен мухтавлӑ ҫынсем тухнӑ-ҫке-ха. Миҫен вӗсем?!
Сергей Порфирьевич Петров, 1926-1937 ҫулсенче партин Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ пулнӑ.
Аслӑ вӗрентекен, икӗ хутчен Ленин ордене тата К.Д. Ушинский медале илме тивӗҫнӗ Александр Терентьевич Некрасов. Вӑл хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне Пӑрмас ачи-пӑчине вӗрентес ӗҫе халалланӑ.
Василий Николаевич Мочалов, иртнӗ ӗмӗрти вӑтӑрмӗш ҫулсенче Пӗтӗм Союзри радиовещани комитечӗн председателей заместителӗнче вӑй хунӑ.
Александр Васильевич Горчаков. Вӑл вара Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫичченех Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче, Англипе Францире дипломатра ҫӳренӗ.
Унӑн ывӑлӗ Овидий Александрович — тӗлӗнмелле паттӑр разведчик, паллӑ писатель...
Кашнин ҫинчен кӗнеке ҫырмалла, спектакль лартмалла».
Пӑрмасра ҫуралнӑ легендарлӑ ҫынсен шутне Маркиан Петрович Аслӗ Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑннӑ Константин Ильич Кудряшова, Хусанти врачсен пӗлӗвне ӳстермелли институт ректорӗнче ӗҫленӗ Иван Васильевич Данилов профессора, СССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗ пулнӑ Анна Владимировна Кугушева инженера, Чӑваш АССР коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗнче ӗҫленӗ Герман Никитич Петухова кӗртетчӗ. Мана редакцие ӗҫлеме илнӗ ентешӗ, «Коммунизм ялавӗ» (халӗ «Хыпар») хаҫат редакторе Михаил Николаевич Якимов журналист ҫинчен те ӑшшӑн калаҫатчӗ, яланах ӑна салам калама хушатчӗ...
Сакӑр вуннӑмӗш сулсем ҫывхарнӑ тӗле Чӑвашра Удалов ячӗ пач ҫухалчӗ. Ӑна коммунистран та, писательсен ретӗнчен те кӑларнӑ тенӗ сӑмах тухнӑччӗ. Ҫак ыйтусемпе архивра та пултӑмӑр! анчах хальлӗхе уҫҫи-хуппи ҫук-ха.
М.П.Удалов «Чечек» («Ишут шурӗ») сӑвӑлла романа 1952-1962 ҫулсенче ҫырнӑ. Роман вӗҫӗнче «Магадан - Шупашкар» тесе ҫырни те пур. Ал ҫырура машинкӑпа пичетленӗ 352 страница, пурӗ 7872 йӗрке. Мӗн тери пысӑк ӗҫ! Унпа хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш халӑх писателӗ А.С. Артемьев, Ю.Г. Айдаш, Ю.П. Петров-Вирьял тата ытти поэтсем вуласа паллашнӑ. Вӗсемех хӑш-пӗр сыпӑксене редакциленӗ, кӗскетнӗ.
«Чечек» — чӑваш поэзийӗнче хӑйӗн тивӗҫлӗ вырӑнне йышӑнмаллах», — палӑртнӑччӗ Ю.Г. Айдаш. Кӑҫал вара филологи наукисен докторӗ В.Г. Родионов профессор сӑвӑлла романа пӗр тӑхтамасӑр пичетлесе кӑларма сӗнчӗ.
М.П. Удаловӑн «Чечек» сӑвӑлла романӗ «Тӑван Атӑл» журнал редакцийӗнче 1981 ҫулхи кӗркуннеренпе упраннӑ. Пичете ӑна Г.Н. Желтухинпа П.Е. Эйзин хатӗрленӗ.
Вӑхӑт иртет, вӑхӑт хӑвӑрт каять. Ҫынсем те каяҫҫӗ. Ҫапах та вӗсем тунӑ ырӑ ӗҫсем юлаҫҫӗ.

Герман Желтухин
«Тӑван Атӑл», 2007, 5№


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-10 12:01:02 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4983 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем